Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Евдокимов Николай Евдокимович

Евдокимов Николай Евдокимович — чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи, тухтарӗ. 1893 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шӑнтал районӗнчи (Самар облаҫӗ) Ҫӗнӗ Таяпара ҫуралнӑ. 1964 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗнче Канашра вилнӗ.

1963 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ятне панӑ.

Кун-ҫулӗ

Тетӗшри педагогика курсӗсенче, Хусан патшалӑх университечӗн медицина факультечӗнче вӗреннӗ. Хусан, Шупашкар, Канаш пульницисенче вӗреннӗ. Граждан вӑрҫине тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, хирург ӗҫне пурнӑҫланӑ.

1935–1936 ҫулсенче Шупашкарти хӗрарӑмпа ачасен социаллӑ тасалӑхӗн институчӗн ассистенчӗ тата директорӗ пулса ӗҫленӗ. 1937–1941 ҫулсенче — Канаш хула пульницин аккушерпа генекологи уйрӑмӗн заведующийӗ.

1946 ҫулта вӑрҫӑран таврӑнсан Канаш хула пульницин аккушерпа генекологи уйрӑмӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Шупашкарта фельдшерпа аккушерсен шкулне йӗркеленӗ, ялти аккушер пункчӗсемпе колхозсен ҫурату ҫырчӗсем валли аккушерсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. Вӑл пуҫарнипе амӑшлӑха тата пепкелӗхе хӳтӗлекен чӑваш институтне йӗркеленӗ.

Николай Евдокимович литература анинче ӗҫленипе те паллӑ. Юптарусемпе сӑвӑсем ҫырнисӗр пуҫне тӗрлӗ халӑх ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Хӗрлӗ сӑнӑ» (1929);
  • «Юптарусем» (1936, 1937);
  • «Ҫулсем-йӗрсем» (1962);
  • «Крепков» (1964);
  • тата ыттисем.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-07-16 13:55:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7045 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем